Суббота
18.05.2024
16:10
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
»
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа

Главная » 2011 » Январь » 12 » Хĕвел тухăç гороскопĕ
18:09
Хĕвел тухăç гороскопĕ

Йĕке хÿре
1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996
Йĕке хÿресемшĕн çак çул лăпкă темелле. Карьера пусмипе çÿлелле те хăпармĕç, анмĕç те. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăру йĕркеллех пулĕ. Анчах та вĕсен ĕçре никампа та хирĕçмелле мар. Çавна май эсир ĕçтешĕрсенчен пултарулăх енĕпе ăнăçлă идейăсем илме пултаратăр, каярах вĕсем тупăш кÿрĕç. Иккĕмĕш çур çулта сире кăсăклă сĕнÿсем кĕтеççĕ. Тахçанхи тусăрсем, партнерсем тата тăванăрсем пулăшсан çулталăк вĕçĕнче сире тата пысăкрах ăнăçу кĕтĕ.

Вăкăр
1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997
Пултарулăх çыннисемшĕн лайăх çул. Пуçланă ĕçсем малалла аталанĕç, шăпа çĕнĕ проектсене çул парса пырĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче Вăкăрсем унччен пĕлсех кайман çынсемпе паллашĕç, вĕсем çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ăнăçу тума пулăшĕç. Малтанхи уйăхсенче укçа-тенкĕ çитсе пымĕ, кивçенсене парса татас енĕпе йывăрлăхсем тухса тăрĕç. Çапах та çакă çĕнĕ тĕллевсем патне ăнăçлă куçса пыма чăрмантармĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче Вăкăрсенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ ĕç вырăнне е çĕнĕ должноçа куçма пултарать.

Тигр
1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998
Чылай Тигршăн ку самаях ăнăçлă çул. Вĕсем карьера пусмипе хăпарма пултараççĕ. Тĕллевĕсем пурнăçа кĕрĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче сирĕнпе ĕçтешсен, пуçлăхсен хушшинче чăрмавсем тухса тăрас хăрушлăх пур.

Кушак /Кролик/
1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999
Çитес çул вĕсемшĕн питĕ ăнăçлă пулĕ. Ăнăçтарса пурăннă Кушаксем çĕнĕ шая çĕкленĕç. Ăнтарсах каяйманнисен веçех çĕнĕрен пуçламалли майсем тупăнаççĕ. Ăнăçу карьерăра пулăшĕ - пуçлăхсен хăйсене ăслă-тăнлă кăтартас, пăхăнса тăракансен çĕнĕ должноçа йышăнас шанăç пулĕ. Ĕç укçине ÿстерĕç, çавăн пекех сире кăмăллă çул çÿревсем кĕтеççĕ.

Аçтаха
1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000
Иртнĕ çулхи хумханусем, хирĕçÿсем манăçа юлĕç, сирĕн пата ăнăçу варкăшĕ килĕ. Пĕрлехи ĕçе пурнăçлакансемпе, тусăрсемпе е тăванăрсемпе çĕнĕрен ырă хутшăнусем йĕркелесе яратăр. Пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне хатĕрленме /вăл çулталăкăн иккĕмĕш çурри вĕçĕнче пуçланĕ/ маларах пуçăннă ĕçсене вĕçлемелле.

Çĕлен
1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001
Çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче Çĕленсене ăнăçу кăна кĕтет. Пурнăç вĕсем валли çĕнĕ пуçарусем, ĕçсем хатĕрлет. Çитес çул тинех пуçлăх сирĕнте шанчăк паракан ертÿçе курĕ. Тупăшсем ÿссе пырĕç. Кредит илнисем ăна вăхăтра тÿлесе татĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш çурри ăнăçлах пулмĕ. Укçа пухма пуçлăр - кирлĕ пулĕ.

Лаша
1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002
Укçа-тенкĕ енĕпе, строительствăра, кĕнеке кăларас енĕпе вăй хуракансемшĕн тата хăйĕн ĕçне йĕркелеме хатĕрленекенсемшĕн уйрăмах лайăх çул. Çул çÿревсем кĕтеççĕ, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçма пултаратăр. Çулталăкăн малтанхи çурринче хăвăрăн ĕçе аталантармалла, карьера тумалла. Иккĕмĕшĕнче асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен ĕçтешсемпе тата туссемпе тытакан çыхăнусенче ăнланман самантсем сиксе тухас хăрушлăх пур.

Качака /Сурăх/
1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003
Малтанхи уйăхсенче эсир пысăк тупăш илетĕр е карьера пусмипе çÿлелле хăпаратăр. Чăн та, çак тапхăрта эсир ĕçри кĕтмен улшăнусене пула хăвăрт хĕрÿленсе каятăр, тарăхатăр. Ĕçлĕ çул çÿревсене кайма пултаратăр. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ĕçри ыйтусене ăнăçлă татса паратăр, укçа тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланĕ.
Упăте
1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004
2011 çулта Упăтесем унчченхи тусĕсенчен тата пĕр шухăшлă çынсенчен кĕтмен пулăшу час-часах илĕç, çавăнпа вĕсен малтанхи уйăхсенче нумай çынпа çыхăну тытмалла. Тĕллевсем шăпах çак çулта ăнăçлă пурнăçланĕç. Вĕсем карьера пусмипе хăпарĕç, тупăш илсе тăма май тупăнĕ. Анчах та çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ĕçе улăштарма, ăнăçлăрах проектсем тупма тивет пулĕ.

Автан
1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005
Автансем яланхинчен ытларах ĕçлесен - ăнăçлă çул. Çапах та çулталăкăн малтанхи çурринче укçа-тенкĕпе çыхăннă операцисен, юсав ĕçĕсен вăхăтĕнче, пысăк япаласем туяннă чухне асăрхануллă пулмалла. Ĕç укçи ÿстерессе шанни тÿрре тухмĕ. Çавăнпа та çулталăкăн иккĕмĕш çурринче Автансен хăйсен пултарулăхне урăх коллективра кăтартма, ĕç вырăнне улăштарма тивĕ, ăнăçу çавăн чухне çеç йăл кулĕ.

Йытă
1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994
Палăртнă тĕллевсенчен пăрăнмасан çулталăк лайăхах пулĕ. Апла тумасан эсир пĕлтерĕшлех мар ĕçсемпе нумай вăя, вăхăта сая яма пултаратăр. Çавна шута илсе çулталăк пуçламăшĕнче бизнес, карьера ыйтăвĕсемпе ĕçлемелле. Малалла вара сирĕн ĕç-хĕл тухăçлăрах пулĕ. Йытăсенчен нумайăшĕ 2011 çула мĕнлерех пуçланинчен лайăхрах вĕçлĕ.

Сысна
1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995
Вĕсене пĕр тикĕс аталанса пыракан çул кĕтет. Çапах та пысăк кăтартусемех кĕтме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен ĕçре пуçлăхпа, пĕр шухăшлă çынсемпе, ĕçтешсемпе çыхăнусене çирĕплетме нумай вăй тата вăхăт кайĕç. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче кĕтмен çĕртенех йывăрлăхсем тухса тăрĕç. Ĕçе, пурăнакан вырăна улăштарма пултаратăр. Хăшĕсем тахçантанпах çивĕчленсе çитнĕ хваттер ыйтăвне татса парĕç.
Просмотров: 576 | Добавил: учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск

Календарь
«  Январь 2011  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz