Суббота
18.05.2024
15:32
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
»
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа

Главная » 2010 » Ноябрь » 18 » Эрнери кун ячĕсем
22:13
Эрнери кун ячĕсем

Тунти кун — уйăх мăйрака туса çуралнă кун. Тына, вăкăр кунĕ. /Пуç пӳрне кунĕ/.
Ытларикун — Ут çине /вăкăр çине/ ларнă кун. /Шĕвĕр пӳрне кунĕ/.
Юнкун — Турă кунĕ. Чӳк кунĕ. Выльăх пусмалли кун /така пусса чӳкленĕ/. /Вăта пӳрне кунĕ/.
Кĕçнерни кун — Кĕçĕн эрне кунĕ. Хĕрарăмсен кунĕ. Тулли эрне кунĕ умĕнхи кун. /Ятсăр пӳрне кунĕ/.
Эрнекун — Пилĕк кунлă эрнене пуçтарса вĕçлекен кун. /"Эрне" перс халăхĕн "адиня" сăмахĕнчен пулса кайнă/./Кача пӳрне кунĕ. Алăри пилĕк пӳрне чăмăрĕ/. Пĕр пиллĕкĕн кунĕ.
Чăвашсем XVI ĕмĕрте вырăссен кун йĕрки çине куçнă. Эрнен кунĕсем çумне шăмат /еврейсен "шабат", "уяв" "кану"/ кунне, вырăс эрнин кунне, "вырсарни куна" хушса кĕртнĕ. Эрнене çичĕ кун тăрăх, уйăха тăватă эрне тăрăх /пĕр эрнине уйăх тăххăр пулнă тăрăх/, çулталăка 12 уйăх тăрăх шутла пуçланă.
Авалхи чăвашсен çулталăк ярăмне-календарьне шутламалли хăйсен йĕрки пулнă: арçынсен тăваттăлла явнă тăватă вĕçлĕ "вун икĕ юплĕ" ярапаллă пушă /Вун ик йӳплĕ чĕн пушă. Н.И. Ашмарин. 10 т. 64 стр./; хĕрарăмсен пӳ çине, пилĕке çыхнă ярăмлă, саркăч е яркăчлă пиçиххи. Вăл виçĕ çӳçе ярапаллă тăватă тĕслĕ, тăватă хутлă пулнă. Пиллĕкмĕш хутĕнче хушма уйăх çуçин яраписен çыххи тăнă. Халĕ çак майпа хатĕрленĕ илемлетнĕ пиçиххисене музейсенче кăна курма пулать.
Ăсчахсем çулталăкăн кунĕсене тăватă енлĕ туя юпа çине картласа, шăтăклă лапка çине чикмек чиксе шутланă.
Вĕсем кĕлĕ вырăнĕнче, кĕтӳçĕн çурчĕсенче-кушарта ларнă. XIX ĕмĕрте вĕсем кивелсе çухалнă.
Чăвашсем хăйсен календарьне XIX ĕмĕрччен тытса пыни паллă. Кама тăрăхĕнче чăвашсем XX ĕмĕрчченех 12-13 уйăхлă çулталăк кунĕсене уйăх тăрăх шутлани никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Паянхи кунччен халăхра уйăх ячĕсемпе кун ячĕсем сыхланса юлнă. Паллă ĕнтĕ, халĕ çулталăка патшалăхăн яваплă календарĕ тăрăх шутласа ирттеретпĕр.

Просмотров: 685 | Добавил: учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск

Календарь
«  Ноябрь 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz