Суббота
18.05.2024
12:02
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
»
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Форма входа

Главная » 2010 » Ноябрь » 18 » Çулталăк ярăмĕ
22:08
Çулталăк ярăмĕ

Çулталăк "çул" тата "талăк" сăмахсенчен тăрать. "Çул" çӳремелли çула пĕлтерет. "Талăк" сăмах "талкăш" сăмаха çывăх: ут, васка, таврăн тенине ăнлантарать.
Çулталăкра çултан-çул пĕр курăмлă пулăмсем — хĕл, çур, çу, кĕр вăхăчĕсем.
Çулталăк çулне, кунне, вăхăтне пĕлӳçĕсемпе ăрăмçăсем, ватăсемпе юмăçсем сăнанă. Çулталăк кунĕсене каçхи уйăх тăрăх, кунри хĕвел тăрăх шутланă.
Çулталăкра уйăх 12 хут пулса-тулса пĕтет. Çав вăхăтра 354 кун иртет. Хĕвел пĕр пек мĕлке йăвантаракан тĕле /21.03 е 23.09/ 365 1/4 кун хушшинче таврăнса çитет. Хĕвел тăрăх, çулталăкра 365 1/4 кун шутланать. Уйăхпа хĕвел çулталăкĕсем 11 кунпа уйрăлса тăраççĕ.
Ăсчахсем ку çухатăва йĕркелес тесе 2-3 çулта вун виççĕмĕш уйăха çулталăк ярăмне кĕртеççĕ.
Паянхи кун уйăх тăрăх шутлакан календарьсемпе пурăнакан патшалăхсем: Китай, Израиль тата мăсăльман тĕнне йышăннисем. Çулталăкри кунсен шучĕсене çухатас мар тесе 19 çул хушшинчи çул — 13 уйăхлă, 12 çул — 12 уйăхлă çулталăк йĕркине тытса пыраççĕ.
Чăвашсен авал уйăх тăрăх шутлакан çулталăкăн йĕрки çапла пулнă.
Ăсчахсем 3, 6, 8, 11, 14, 16, 19 çулсенче 12 уйăх хыççăн кĕçĕн кăрлач уйăхне, 13 уйăха шута кĕртнĕ. Çакăн пек çулталăкра хĕл уйăхĕсем çиччĕ, çу уйăхĕсем улттă пулнă.
Çулталăка пуш уйăхĕнчен шутлама пуçланă. Çулталăк кунпа çĕр танлашнă эрнере, çĕнĕ уйăх тунă кун, тунти кунран пуçланнă. Эрнере 5 кун пулнă — ку алăри 5 пӳрнерен килнĕ. 12 уйăхлă çулталăкра /354 кун/ пилĕк кунлă 71 эрне е 13 уйăхлă çулталăкра /385/ 77 эрне пулнă.
Çĕнĕ çул эрнинчи юн кунра Мăн куна уявланă, чӳкленĕ. Вут чĕртсе çунтарса асăннă. Вутă çине çулталăкри кунсене шутлакан ярăм пушшине пăрахса çунтарнă. Çĕнĕ ярăм пушшине çыхнă. Çĕнĕ çулăн кунне çыхса шутла пуçланă. Уявне Нартухан уявĕ тесе те каланă. Вутне пуши вучĕ тенĕ.

Просмотров: 574 | Добавил: учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск

Календарь
«  Ноябрь 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz