Суббота
18.05.2024
15:54
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
»
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа

Главная » 2010 » Ноябрь » 18 » Чӳк уйăхĕ
22:11
Чӳк уйăхĕ
Чӳк уйăхне тата хура кĕр, юпа, шалча, хĕле кĕрен, çуна уйăхĕ тесе калаççĕ.
Чӳк уйăхне хĕлпе кĕр кĕрешекен уйăх, мулкач юпах пăрахса улăштарнă уйăх тенĕ. Çак уйăхра кĕр вĕçленет, хĕл пуçланать. Хресчен урапа çинчен çуна çине ларать.
Кӳлленсе тăракан шывсем пăрланса лараççĕ. Юр ӳксе çуна çулĕ уçăлать. Чӳк уйăхĕнче вилнĕ ваттисем /чунĕсем/ çăва çине таврăнаççĕ тенĕ. Уйăха /уйăх пĕтнине/ пăхса вĕсене асăннă.
Кĕлĕ, чӳк, киремет вырăнĕсенче кĕрхи чӳксене ирттернĕ. Киремете тасатса, хапхине хупнă. Тăванĕсемпе пĕрле килте хĕрт-сурт, картиш, кил-çурт, ял-кӳршĕн чӳкне ирттерсе кĕрхи ĕçке ĕçсе ирттернĕ. Унта çемйипе, тăванĕсемпе, кӳршĕ-аршăсемпе пуçтарăннă. Сунарçăсем типе, мулкач тытма сунара тухнă. Пулăçсем шыв вутăшне кĕселпе чӳклесе пулă тытма пуçланă. Килти выльăха, хур-кайăксене пусса тирпейленĕ. Качча тухма çитĕннĕ хĕр-упраç валли минтер-тӳшек тултарнă.
Килти ватăсен вырăнĕсене улăштарнă. Çĕнĕ ыраш-улăм тӳшекне сарса панă. Пасар хакне кура усрама хăварнă хăш-пĕр тырра /капана/ çапнă. Парăмсене татса пĕтернĕ. Çамрăксем ушкăнпа улах ларнă. Сӳс, çăм арланă: пир тĕртме çип хатĕрленĕ. Чăвашсем кĕр енне туйсем ытла туман. Хĕле хирĕç "çĕнĕ çăвар" хушас мар тенĕ. Туйсене çу, çурхи ĕçсем умĕн тума тăрăшнă. Ачи-пăчи çура хирĕç çуралнине ырланă. Арçынсем юр ӳкиччен вăрман касса хатĕрленĕ. Çул уçăлсан вутă турттарнă.
 
Паллă кунĕсем, уявсем
1-5. Выльăх ыррисене асăнса карта чӳкне ирттернĕ вăхăт.
2. Кашкăр амине, пихампара чӳкленĕ кун.
3, 10, 17, 24. Кĕрхи сăра ĕçкине пуçлама юрать.
10. Кĕнчеле арлакансен кунĕ. Ăсталăх кунĕ. Ал ĕç сыххине, ыррине пăтăпа асăннă.
11. Çĕнĕ уйăх тулнă кун. Кĕтӳç кунĕ. Парăма татса тав тунă кун.
12. Кăсăя кунĕ.
12-14. Кĕрхи кайăк-кĕшĕксен кунĕ. Кăсăясем яла, кил-çурт патне апат шырама таврăнаççĕ. Çĕрçисем арпа çинче чакаланаççĕ.
14. Тимĕрçĕ кунĕ. Тимĕрçĕ лаççине хупса çĕр шăнтиччен канса илнĕ. Вырăссем тимĕрçĕ уявне чăх пусса уявланă. Чăвашсем тимĕрçĕ лаççинче пăтă пĕçернĕ, тимĕрçе тав тунă.
14-19. Сутмалли тырă капанĕсене çапнă, кантăр тыллама вăхăт.
16-20. Сунарçăсен кунĕ. Килти хур-кăвакалсене пусса тирпейленĕ вăхăт. Ӳссе çитĕннĕ хĕрачасем валли тӳшек-минтер хатĕрленĕ. Сунарçăсем сунара тухнă, пулăçсем пулла кайнă вăхăт. Çуна çула тухма хатĕрленĕ вăхăт.
23. Хĕллехи тумтир кунĕ. Кĕрĕк çĕлесе тăхăннă.
28. Усалсем вылянă, тĕрлĕ çанталăк, çил-тăманлă вăхăт.
29. Ваттисене асăнса çăва çине ăсатнă кун. Парăмсене парса татнă.
29-30. Кĕре ăсатнă, хĕле кĕтнĕ, чӳк, киремет картисене хупнă вăхăт. Умри кĕлĕсене хĕлле килте, çуртри е лаçри, картиш варринчи вучах умĕнче туса ирттернĕ.
Просмотров: 568 | Добавил: учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск

Календарь
«  Ноябрь 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz