Суббота
18.05.2024
13:02
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Cайт Егоровой Татьяны Александровны
Главная Регистрация Вход
»
Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа

Главная » 2010 » Май » 28 » Акатуй
20:58
Акатуй
Çу уйăхĕ вĕçнелле, çĕртме уйăхĕ пуçламăшĕнче чăваш тĕнчинче Акатуй уявĕ кĕрлеме тытăнать — вăл Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те шавлăн та савăнăçлăн иртет. Акатуй — чăвашсен ĕлĕкрен пыракан уявĕ.
Авал Акатуя ăçта, хăçан, мĕнле ирттернĕ?

Ăçта?
Шыв хĕрринчи улăхра, çаран çинче.
Вăрман хушшинчи уçланкăра.
Улăх варринче.
Суха туман, выльăх çӳрекен хирте.

Хăçан?
Тыр-пул акса пĕтерсен — халăхпа. Тырă акнă вăхăтра — çемьепе.
Халăхпа пуçтарăнса ирттерекен Акатуйне — уйăх тулнă эрнесенче кĕçнерни-вырсарни кунĕсенче.

Мĕнле?
Ун пирки кĕскен хуравлама май çук. Ял-ял пур çĕрте те хăйне майлă уявланă. Хăшĕсем çурхи уяв, çурхи вăйă, тапă, пуху, хĕр аки тесе каланă. Тĕллевĕ пĕрре: ваттисене /вилнисене/, çĕр ырлăхне асăнса, çут тĕнчерен ырă-лăпкă çанталăк ыйтса "учукне" - уй чӳкне — чӳкленĕ хыççăн тепĕр кунне /кунĕсене/ ял халăхĕ /тарăхни ялсенчи çынсем/, çамрăксем Акатуй улăхне, çаранне пуçтарăннă.

Акатуя йĕркелесе тытса пыраканĕсем камсем пулнă?
Йĕркине — ял старостисем, кашевуйсем.
Йăлине — ял ваттисем, ăрăмçă-мăчавăрсем, чӳкçĕ-кĕлмĕçсем.
Вăййине — иртнĕ уявра пулнă çамрăксем, паттăрсем, утамансем.
Акатуй, вăйă йĕркисем авалтанах пĕр пек пулнă, вĕсене халăх çултан-çул пĕлсе, вĕренсе тăнă.
Акатуй лапамĕнче — Акатуй юпи, кашти ларнă. Унăн хĕреслĕ турачĕ, кашти сине тăватă пит шăлли çакнă. Пит шăллисене пĕлтĕр качча кайса туй тунă арăмсем панă. Çитĕннине палăртас текен çамрăк паттăрсем юпа çине улăхса пит шăллине илсе анмалли вăйăра кĕрешнă. Пит шăллине илсе ансан ăна кăкăр урлă çакнă. Акатуйра лашасемпе ăмăртмалла чупнă. Е тата хĕр-упраç панă пит шăллине, юлан утçă вĕçтерсе çĕклесе пыраканскере, хуса çитсе, алла илсе мала тухмалла пулнă. Çĕнтерекен лаши /урхамахĕ/ çине, юлан утçă çине пит шăлли çакнă.
Кĕрешу паттăрĕсен таврашĕнче, пĕр-пĕринпе кĕрĕшмелле, тулли /пăрçа/ миххисене çĕклесе чупмалла, чăпăрккана туртса илсе шартлаттармалла, йывăр япалана /чула, икĕ пăтлă кире пуканне/ çĕклемелле, выртакан пĕренене, каска пуканне тăратса лартмалла ăмăртнă. Вырăн-вырăнпа урăхла вăйăсем те пулнă.
Çамрăксем хĕрачасене чуччу-карусельпе шавлăн ухлаттарса ярăнтарнă.
Çамрăксем катаччи тăранттасĕ çине ларса юрăсем шăрантарнă, Акатуй çаранĕ тавра юрла-юрла çаврăннă. Ял-ялсенчен пуçтарăннă халăх илсе килнĕ кучченеçсене, эрех-сăрана урапасем çине уçса лартнă. Хăйсен пĕлĕш-тăванĕпе пĕрле калаçа-калаçа хăналаннă. Купăспа шăпăрне те каланă, юрланă та, ташланă та.

Акатуйне мĕнле уçса хупнă?
Халăх Акатуй çаранне пуçтарăнсан Акатуй ертӳçисем Акатуй юпи умне тухнă. Ун умне йывăç чашăкпа чĕрĕ çăмарта, йăва-юсман, пĕр чашăк чăкăт, алтăр чĕреспе сăра лартнă. Кĕлмĕçсем кĕлĕ сăмахĕсене каланă. Çут çанталăкран — ырă кунсем, çĕр йышĕнчен — пулăхлă тыр-пул ӳстерме, çӳлти Турăран ырлăх-сывлăх, йĕркеллĕ пурнăç ыйтсан çăмартасене çĕр çине хывса тăватă еннелле кустарсан, персе е ывăтса пăрахсан çĕр, ака-уй амалантăр, ака туйĕ чипер ирттĕр тесе уява уçнă. Çак вăхăтра е кайран "Алран кайми аки-сухи" юрра юрланă. Каç енне кайсан е кăнтăрла иртсен юпа умне лартнă кучченеçсене кӳлнĕ лав çине хурса кăçал авланнă çамрăксем /вĕсене пĕрер вата е ăрăмçă ертсе пынă/ акнă ана çине кайса пăрахнă е чавса хунă. Ани пĕтĕлентĕр, тырă çăмарта пек тулли пултăр тесе каланă. Ун хыççăн Акатуй çаранĕ çине таврăннă. Каç енне ватăраххисем ялсене саланнă. Çамрăксем васкаман-ха. Вĕсем юрланă, ташланă, вăйăсем вылянă. Вут хывса вучах чĕртнĕ, ун умĕнче карталанса йăла юррисене юрланă. Çунса таракан çулăмлă вучах урлă сикнĕ. Е ку йĕркене Акатуй вĕçленнĕ кун ирттернĕ.
Çамрăксен уявĕсем вырсарни кунчченех тăсăлма пултарнă.
Уява пăтă, çăмарта пĕçерсе, аш ăшаласа çисе вĕçленĕ.
Акатуйра çĕнтернĕ паттăрсене çитес Акатуйччен ятран асăнса хисепленĕ. Уяв иртсен çарана юлнă япаласенчен пуçтарса тасатнă. Унта утă ӳстернĕ.
Çапларах йĕркесемпе пурăннă пирĕн ватăсем. Татах ас тутаратăп: пур вырăнта та уява, Акатуя пĕр пек йĕркепе пурнăçласа пынă. Çав вăхăтрах пур çĕрте те хăй майлăхĕ пулнă.
Çамрăксем çак кун авланнă, хĕрсене вăрланă.
Просмотров: 729 | Добавил: учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск

Календарь
«  Май 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright Татьяна Егорова © 2024
    Создать бесплатный сайт с uCoz